Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян шкулсенче чӑваш чӗлхине малашне мӗнле вӗрентессине сӳтсе яврӗҫ — пухӑва Чӑваш патшалӑх университечӗн, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗсем, вӗренӳ институчӗн ӗҫчешӗсем, «Халӑх шкулӗ» журнал ӗҫченӗсем, хула шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата ытти чӑваш хастарӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра ФГОС пурнӑҫа кӗнӗ май хӑш-пӗр шкулсем ачасене эрнере 6 кун вырӑнне 5 кун вӗрентесшӗн, ҫапла май хӑш-пӗр предметсен сехечӗсене пӗчӗклетме тивет имӗш. Ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗпе вӗренӳ тытӑмне шкул хӑй йӗркелет имӗш. Хӑш-пӗр шкулсем вара ҫак юхӑма лексе 5 кунлӑха куҫнӑ чухне чӑваш чӗлхипе литературин сехечӗсене катаҫҫӗ иккен — тӗрлӗ ҫӗнӗлӗхе пула яланхилле тӑван чӗлхе яваплӑ пулса тӑрать. Пуҫлӑхсен «пуртти» айне ӑна чи малтан чикеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине вӗрентес шайне сахалатман темех пуль министерствӑри пуҫсене пӗр шухӑш пырса ҫапнӑ — 5 сехетрен иккӗшне хӑварса виҫӗ сехетне дистанцилле те вӗрентме пулать имӗш.
Пухӑва пуҫтарӑннисем ку ҫӗнӗлӗхе сивлерӗҫ — пӗр енчен дистанцилле вӗрентме материалӗсем ҫук, тепӗр енчен программи таврашне йӑлт ҫӗнӗрен шутласа кӑларас пулать.
Вӗрентӳ институтӗнче паян «Халӑх шкулӗ» 2013-мӗш ҫулта ирттернӗ «Педагокика добра: край чувашский» (чӑв. Ырлӑх педагогики: чӑваш ен) фотоконкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Институтӑн 1-мӗш этажӗнче чи лайӑх ӗҫсен фотокуравне йӗркеленӗ. Пухӑннисем вӗсемпе хаваспах паллашрӗҫ.
Хӑнасем умӗнче вӗрентӳ институчӗн ректорӗ Е.В.Казакова, институт проректорӗ А.Р. Кульева, «Халӑх шкулӗ» тӗп редакторӗ А.В. Волкова, Красноармейски районӗнче фотокружок ертсе пыракан И.П. Матвеев, фотоконкурс жюри председателӗ А.С. Абрамов, И.С. Клочков фотограф тата ыттисем саламларӗҫ. Пухӑннисем умӗнче 29-мӗш шкул ачисем шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Галина Карсакова ертсе пынипе хитре юрӑсем шӑрантарчӗҫ. «Шупашкарти «Чӑваш юрри-кӗвви» лабораторийӗн артисчӗсем (чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем) Любовь Кудряшова (19-мӗш шкул), Роза Осипова (2-мӗш), Галина Карсакова тата Елена Демидова (35-мӗш шкул) юрлани те кӑмӑла ҫӗклерӗ», — пӗлтереҫҫӗ чыславра пулнисем.
Паян 13 сехетре Пӗтӗм чӑваш диктантне иккӗмӗш хут ҫырчӗҫ. Ҫак мероприятие пӗлтӗр пуҫланӑччӗ. Ун чухне 2 300 яхӑн хутшӑннӑччӗ.
Кӑҫал Марина Карягина хатӗрленӗ текста 3–4 вырӑнта (И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче, Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче) тата ытти вырӑнсенче ҫырнӑ. Ятарласа уйӑрнӑ вырӑнсене ҫитме пултарайманнисем тата республика тулашӗнче пурӑнакансем текста Чӑваш наци радиовӗн тӳрӗ эфирӗнче тата Чӑваш наци телекуравӗн тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ видео урлӑ итлесе ҫырма пултарнӑ.
Пӗтӗм чӑваш диктантне ирттерессишӗн кӑҫал Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ яваплӑ пулнӑ. Унта илтнӗ калаҫусем тӑрӑх мероприяти пысӑк кӑлтӑксемсӗр иртнӗ. 15:00 сехетсем тӗлнелле йӗркелӳҫӗсем тӗрлӗ вырӑнта ҫырнӑ текстсене пухатчӗҫ, вӗсене И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ-на тӗрӗслеме илсе каятчӗҫ. Илтнӗ тӑрӑх ӗҫсене Шупашкар шкулӗсенче ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем тӗрӗслемелле.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн издательство центрӗ Л.Г.Петрова хатӗрленӗ «Текст: тишкерӳ ыйтӑвӗсем, ӗҫсем» (Шупашкар: Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн издательство центрӗ, 2011. — 143 с.) вӗренӳ кӗнеки пичетлесе кӑларчӗ. Унпа чӑваш шкулӗн 6-9 класӗсенче вӗренекенсем урокра, килте усӑ курма пултараҫҫӗ.
Текстсем содержанийӗпе, тӗп шухӑшӗпе нумай енлӗ — ҫынна хисеплеме, Тӑван ҫӗршыва юратма, ҫут ҫанталӑка упрама т.ыт. те вӗрентеҫҫӗ.
Текстсем ҫумӗнчи ӗҫсем чӑваш чӗлхи программипе мӗн вӗреннине аса илме, ҫирӗплетме, текст тӑвас пултарулӑха аталантарма пулӑшаҫҫӗ.
Кӗнекене Институтӑн издательство центрӗнче туянма пулать. Хакӗ — 67 тенкӗ. Инҫетрисем ӑна «СУМ» лавкка урлӑ туянайраҫҫӗ — кунти хак 72 тенкӗ (почта урлӑ).
АВН | 17 |
Авӑнӑн 15-мӗшӗнче Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри «Ӗҫ программинче пӗлӳ тата хутшӑну илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫне-хӗлне уҫса парасси» темӑпа семинар ирттерчӗ. Семинара чӑваш шкулӗн 5-11-мӗш класӗсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен 20 учитель хутшӑнчӗ.
Семинарта сӑмах ӗҫ программин ӑшлӑхӗпе тытӑмӗ тата терминологи ҫинчен пычӗ. Учительсем ФГОСпа ҫыхӑннӑ пӗтӗмӗшле тата уйрӑм ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, хатӗр программӑсемпе паллашрӗҫ.
Тӑтӑш усӑ куракан тӗп терминсен ҫакнашкал варианчӗсене сӗнчӗҫ:
• пӗлӳ илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ — познавательные универсальные учебные действия;
• хутшӑнӑва кӗмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ — коммуникативные универсальные учебные действия;
• пайӑррӑн пӗлӳ илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ е кашни ачан хӑй тӗллӗн пӗлӳ илмелли пур енлӗ ӗҫӗ-хӗлӗ — личностные универсальные учебные действия;
• кашни ача хӑйне хӑй йӗркелесе пӗлӳ илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ — регулятивные универсальные учебные действия;
• вӗренӳ результачӗн кашни ачара пулмалли кӑтартӑвӗсем — личностные требования к результатам освоения.
Ака уйӑхӗн 18-22-мӗшӗсенче педагогсен чӑвашла хатӗрленӗ сайчӗсен конкурсӗ пулчӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхин кунне халалласа Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттерчӗҫ. Пиллӗк кун хушшинче сасӑлава 469 ҫын регистрациленнӗ. Вӗсенчен 19-ӑшӗ сасӑлава хутшӑнас темен, 30-ӑшӗ хӑйсен сассине пӗр сайта та паман. Пӗрремӗш вырӑна 114 сасӑ пухса Краснормейскинчи 2-мӗш шкулта ӗҫлекен Виталий Михайлович Михайлов тухнӑ, иккӗмӗш вырӑнта — Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта ӗҫлекен Ядрицова Алена Андреевна (101 сасӑ), виҫҫӗмӗш вырӑнта — Канаш хулинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 6-мӗш вӑтам шкулта тӑрӑшакан Нина Спиридоновна Ершова (65 сасӑ).
Саламлатпӑр!!!
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ тата Чӑваш Республикинчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем Михаил Николаевич Юхмана сумлӑ юбилей ячӗпе (75 ҫул тултарнӑ) чун-чӗререн саламлаҫҫӗ!
Юхма Мишши чӑннипех ача-пӑча ҫыравҫи. Унӑн ачасем валли ҫырнӑ вӑтӑр ытла хайлавӗнче тӗрлӗ ӳсӗмри ачасене ӑса вӗрентни, ҫутҫанталӑкпа чӗрчунсен тӗнчипе паллаштарни яр уҫҫӑн курӑнать. Автор паянхи кун ҫивӗч тӑракан кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсене те хускатать. Ҫынсен хутшӑнӑвӗсем, ырӑпа усал кӗрешӗвӗ авалхи легендӑсенче хальхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗ янӑраҫҫӗ.
Унӑн пьесисем тӑрӑх лартнӑ спектакльсене ачасем кӑмӑлласа ҫӳрени, хайлавӗсене вулани, тӗлпулусем ирттерни — Юхма Мишши юратнӑ ҫыравҫӑ пулнине ҫирӗплетет.
Канаш районӗнчи Сухайкасси вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Иванова Валентина Михайловна Вӗренӳ институчӗпе пӗрле ятарлӑ презентаци хатӗрленӗ, унпа туллин кунта паллашма (swf, 3,2 Mb) пулать.
Эпир ҫак литература ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫисене тем тесен те чыйлаймӑпӑр. Ку ыйту пирӗнтен кӑна килнӗ пулсан — пӗр сӑмахсӑрах чаплӑ уяв туса панӑ пулӑттӑмӑр, шел те ӑмӑртӑва эпир кӑна мар ирттернине пула чыслав тума май пулмӗ. Малтан пире шартлама сивӗсем чӑрмантарчӗҫ пулсан, каярах вара алтан тухайман ӗҫсем мероприятие ирттерме чарчӗҫ.
Ҫавна май парнесене (эпир вӗсене тахҫанах хатӗрлесе хурса) сирӗн Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институтӗнчи чӑваш чӗлхи кафедринче илмелле пулӗ. Ку учреждение вӗрентекенсем ҫав-ҫавах ӗҫпе килсех ҫӳреҫҫӗ — ҫавна май ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе тивӗҫтересси те вӗсем урлӑ ҫӑмалрах пулӗ.
Вырӑн йышӑнманнисене унтах ӑмӑртӑва хутшӑннине ҫирӗплетекен ӗнентерӳ хучӗсем кӗтеҫҫӗ.
Асилтеретпӗр! Эпир ирттерекен кӑҫалхи литература ӑмӑртӑвӗ (кӑҫал вӑл «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» ятпа иртет) пуҫланнӑ та ӗнтӗ — хайлавсене кӗтетпӗр.
Ҫавӑн пекех пӗлтӗрхи тата виҫӗмҫулхи ӑмартусенче мала тухнӑ хайлавсен пуххине кӗнекен пичетлесе кӑларас ӗҫ хӗрӳ пырать — укҫа пухатпӑр, кӗнекене калӑплатпӑр.
Раштавӑн 18-мӗшӗнче чыслав пулмасть!!! 2010 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче иртӗ!!! Хӑш кун пулассине пӗлсенех пӗлтерӗпӗр.
Раштавӑн 18-мӗшӗнче «Халап хапха тӑрринче» литература ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр!
Чыслав Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче иртӗ, пуҫламӑшӗ 10 сехетре.
Тӗлпулу программи:
1 пай — Ҫыравҫӑсен сӑмахӗ.
Чӑваш Республикин писателӗсен союзӗн ӗҫӗ-хӗлӗ. Юхма Мишши тухса калаҫать.
2 пай — Интернет олимпиадӑпа конкурса хутшӑннӑ шкул ачисене чыслани.
Пултарулӑх конкурсӗсен вӗренӳпе воспитанири пӗлтерӗшӗ. Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ Ю.М. Виноградовӑн сӑмахӗ.
Шкул ачисен пурнӑҫӗпе Тӗнче тетелӗ хушшинчи ҫыхӑну. Н.А. Плотниковӑн сӑмахӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |